Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ уҫӑлнӑранпа 95 ҫул ҫитнӗ. Савӑнӑҫлӑ уяв К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшлӑх академи драма театрӗнче иртнӗ.

Уява аслӑ шкалта ӗҫленӗ, халӗ те унта тӑрӑшакан преподавательсем, студентсем, университетран вӗренсе тухнисем пухӑннӑ. Вӗсене саламлама сумлӑ хӑнасем ҫитнӗ: Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев, ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов, министерствӑсемпе ведомствӑсен представителӗсем, университет партнерӗсем.

Регион ертӳлӗхӗ Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ агропромышленноҫ комплексӗн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнине, пысӑк квалификациллӗ кадрсем хатӗрленине палӑртнӑ.

Чи лайӑх ӗҫченсемпе преподавательсене патшалӑх наградисемпе тата хисеп хучӗсем панӑ.

 

Персона

Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче ҫак аслӑ шкула 20 ҫул ытла ертсе пынӑ Николай Кириллова халалласа астӑвӑм хӑми уҫнӑ.

Ректор тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Надежда Алтынова Николай Кириллович аслӑ шкула ансат мар вӑхӑтра ертсе пынине, ял валли ҫӗр-ҫӗр лайӑх специалист хатӗрленине палӑртнӑ.

Николай Кириллов Вӑрнар районӗнчи Авруй ялӗнче 1948 ҫулхи юпан 7-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх институтӗнче вӑл 1980 ҫулта анатомипе физиологи кафедринче доцентра ӗҫлеме пуҫланӑ. 1989 ҫултанпа вӗренӳ ӗҫӗ енӗпе проректор пулнӑ. 1995 ҫулта доктор диссертацине хӳтӗленӗ.

Николай Кириллович аслӑ шкула 21 ҫул ертсе пынӑ: 1991 ҫултан пуҫласа 2012 ҫулччен. Вӑл 2024 ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пурнаҫран уйрӑлнӑ.

 

Спорт
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Индире кире пуканӗ йӑтассипе иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче Чӑваш Республикинчи спортсменсем питӗ лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ.

Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн студенчӗ Анатолий Узюкин 68 килограмм тайманнисен хушшинче кӗрешсе тӗнче чемпионӗ пулса тӑнӑ. Унччен вӑл, 2021 ҫулта, юниорсен хушшинче ӑмӑртса ылтӑн медаль илнӗ. Хальхи ылтӑн медаль – аслисемпе тупӑшса илнӗ чи пӗрремӗш медаль.

Тепӗр спортсмен та, Алексей Иванов, пирӗн республика пухмачне ылтӑн медальпе пуянлатнӑ. Вӑл 78 килограмм тайманнисен йышӗнче кӗрешнӗ. Палӑртса хӑварар: Алексей Иванов та, Анатолий Узюкин та Борис Глинкин тренер патӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ.

Ентешӗмӗрсене ҫӗнтерӳпе саламлатпӑр!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_31749
 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Чӑваш Енри технолог Олеся Васина сыр пӗҫерекенсен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсне хутшӑнӗ. Вӑл «Профессире чи лайӑххи» конкурсӑн регионти тапхӑрӗнче сыр пӗҫерес енӗпе мала тухнӑ. Конкурс Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче иртнӗ.

Республикӑри чи лайӑх виҫӗ сыр пӗҫерекен икӗ кун теори тата практика тӗлӗшпе тупӑшнӑ. Виҫҫӗшӗ те вӑйлӑ, пурте пӗр пекрех балсем пухнӑ. Ку виҫҫӗшӗн те ӑсталӑх пысӑккине кӑтартать.

Ҫапах конкурсра ҫӗнтерӳҫӗ пурах. Олеся Васинан кӑтартӑвӗ чи лайӑххи пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑна – Алексей Андреев, виҫҫӗмӗшне Татьяна Юркина тухнӑ.

Палӑртса хӑварар: Олеся сыр пӗҫерекенре виҫӗ ҫул кӑна ӗҫлет, анчах пысӑк профессионал пулса тӑма ӗлкӗрнӗ. Вӑл ҫӗнӗ рецептсем шухӑшласа кӑларать, кӑвассемпе ферментсем суйлать, ҫамрӑк специалистсене вӗрентет.

 

Вӗренӳ
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн профессорӗн Анатолий Лаврентьевӑн кӗнеки ҫӗршывра чи лайӑххи пулса тӑнӑ, вӑл «Ҫулталӑкри учебник» премире ҫӗнтернӗ.

Ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен докторӗн ӗҫӗ «Ферменты и продуктивность молодняка сельскохозяйственных животных и птиц» ятлӑ. Вӑл «Ял хуҫалӑх» номинацире («Монографи» категори) пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.

Конкурса Раҫҫейри профессорсен пухӑвӗ РАО-па пӗрле Раҫҫей Вӗренӳ министерстви пулӑшнипе ирттернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Раҫҫейри вӗренӳ академийӗнче чысланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-54381767_272160
 

Статистика
old.chuvsu.ru сайтри сӑн
old.chuvsu.ru сайтри сӑн

Лайӑх хыпар: Чӑваш Енри виҫӗ аслӑ шкул Атӑлҫи федераци округӗнчи чи лайӑх аслӑ шкулсен йышне кӗнӗ. Унта И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ, Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ лекнӗ.

«РАЭКС-Аналитика» агентство ТОП-100 рейтинг хатӗрленӗ. Унта Раҫҫейри 100 чи лайӑх вӗренӳ заведенийӗ кӗнӗ. Вӗсен ӗҫӗ-хӗлне хакланӑ чухне пӗлтӗрхи кӑтартусене шута илнӗ. Ҫакна палӑртмалла: ку ТОПра ытларах – Мускаври аслӑ шкулсем. Атӑлҫи федераци округӗнчен 15 аслӑ шкул ку списока лекнӗ. Вӗсен йышӗнче Тутарстанри – тӑватӑ, Чулхулари — икӗ аслӑ шкул. Шел те, Чӑваш Енрен ҫук.

Анчах пирӗн аслӑ шкулсем локаллӑ рейтинга лекнӗ. Унта – 52 аслӑ шкул. ЧПУ – 1-мӗш, ЧППУ – 33-мӗш, Чӑваш аграри университечӗ 46-мӗш вырӑнта пулнӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре «Сӑра вӗретекенсен шкулӗ» ҫӗнӗ кадр проекчӗ ӗҫлеме пуҫлӗ. Сӑра вӗретекенсене Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче икӗ программӑпа вӗрентӗҫ: «Хӑмла ӳстересси» тата Хӑмла ӳстерессинчи инжиниринг». Вӗренӳ кӑҫал авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланӗ. Предприятисем унта специалистсене тӗллевлӗ вӗрентме пултараҫҫӗ: заявкӑсене ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

Ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ольга Кудрявцева пӗлтернӗ тӑрӑх: 5 ҫулта Чӑваш Енре хӑмла туса илмелли лаптӑка 2 пин гектар таран ҫитересшӗн. Ҫавна май «Агропродвижение» стратеги хатӗрленӗ. Кунсӑр пуҫне «Чӑваш хӑмли» грант пама пуҫласшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashiya_capru
 

Вӗренӳ

«Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн ӗҫченӗсем Раҫҫей шайӗнче «Ҫулталӑк инженерӗ-2024» ята тивӗҫнӗ.

Виталий Егоров ӳсен-тӑран ҫитӗнтерес ӗҫре производство процесӗсене сӑнамалли технологисем шухӑшласа кӑларса «Агроинженери» номинацире ҫӗнтернӗ. Антон Степанов вара «Чӑн мар ӑс-хакӑл технологийӗсем» номинацире палӑрнӑ. Доцент выльӑх-чӗрлӗхе лаборатори диагностики тумалли система шухӑшласа кӑларнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 31

1927
99
Волков Геннадий Никандрович, преподаватель, прозаик, публицист, педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1971
55
Миттов Анатолий Иванович, живописец, график вилнӗ.
1976
50
Волкова Мария Андреевна, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
2002
24
Зайцев Алексей Степанович, СССР патшалӑх премийӗн лауриачӗ, производство йӗркелевҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем